Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
1.Лараççĕ пуш çуртсем
Салхуллăн та кичем.
Лăпланаймасть чĕрем:
Ăçта-ши хуçисем?
2.Çак пÿрт те тăлăхах,
Ун алăкĕ хупах.
Чĕлхесĕр кив çăра,
Уççи вара камра?
3.Выртать çул тăсăлса.
Ун тăрăх ăмăртса
Мĕн чухлĕ-ши чупман
Ача-пăча тахçан.
4.Паян та ял хитре.
Садсем – шур чечекре.
Вăрман, çăл, пыл шăрши –
Çак ырлăх камшăн-ши?
5.Атте-анне килне
Ан манăр ĕмĕрне.
Кăмакари вучах
Хĕмлентĕр яланах.
6.Туссем, тăван ялтан
Ан сивĕнĕр нихçан!
Пире сунса тивлет
Вăл вĕçĕмех кĕтет!
7.Шел, купăс каçсерен
Сас памĕ инçетрен
Чĕнсе вăй картине
Хастар çамрăксене.
8.Халь хурăнлăх анчах
Аса илсе йăлтах
Пĕр çилсĕр хумханать,
Вăл иртнине упрать.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1