Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе госпитальсене пулăшас ĕç малалла пырать.
Етĕрне тăрăхĕнчи Пушнар тата Чирĕккасси ялĕсенче пурăнакансем черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ пухнă. Хальхинче вĕсем вырăн таврашĕсем, кĕпе-йĕм, пине яхăн салфеткăпа марля татăкĕ хатĕрленĕ. Çак япаласене Вячеслав Суворов Етĕрнери халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центра илсе çитернĕ.
«Пирĕнтен кашнин çемье, ĕç пур. Анчах эпир халĕ çапăçăва хутшăнакан ентешсене тата госпитальсене пулăшма вăхăт тупатпăр. Пирĕн çамрăксем ентешсен пулăшăвне туйччăр тетпĕр. Çакна туйни вĕсен чĕрисене ăшăттăр, хăвăртрах вăй илме пулăштăр», — тет Вячеслав Григорьевич.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев